Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкул

Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулЧӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районне кӗрекен Йӗпреҫ хула евӗрлӗ поселокӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан муниципаллӑ учрежденийӗ. Вӑл — районти чи кивӗ вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗри, хӑйӗн историне 1913 ҫултанпа пуҫлать. Ҫак вӑхӑт хушшинче шкул чиркӳ прихучӗн шкулӗнчен пуҫласа республикӑри чи пысӑк ял шкулӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Республика конкурсӗсенче темиҫе хут та ҫӗнтернӗ шкул ачасене ҫӳллӗ шайра вӗрентсе кӑларнипе паллӑ, унтан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ ӑсчах, патшалӑх тата культура ӗҫченӗ пулса тӑнӑ.

Историйӗ

Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкула 1913 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулӗ пек уҫнӑ. 1923 ҫулта ӑна Йӗпреҫри ултӑ ҫул вӗренмелли шкул туса хунӑ. 1930 ҫулта хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗ, 1932 ҫулта вара — ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пулса тӑнӑ. 1936 ҫултанпа вӑтам шкул пек ӗҫлет.

1925 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа Йӗпреҫре иккӗмӗш сыпӑкри шкул ӗҫленӗ. Пӗрремӗш директорӗ С. Леонтьев пулнӑ, вӗрентекенсем — И. Ефремова тата А. Шулов. Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнче кунта 10 ҫын вӗреннӗ, 1926/1927 вӗренӳ ҫулӗнче вара — 27-ӗн. Шкул ҫурчӗ тӑватӑ класс пӳлӗмӗнчен, вулавӑшран, вӗрентекенсен пӳлӗмӗнчен, пӗрремӗш сыпӑкри шкул пӳлӗмӗнчен тата общежитирен (икӗ пӳлӗм) тӑнӑ. Вулавӑшра 800-е яхӑн кӗнекепе вӗренӳ пособийӗ пулнӑ. Шкулӑн ял хуҫалӑх тата кооператив енӗсем, улма-ҫырла тата пахча ҫимӗҫ лаптӑкӗ пулнӑ. Хутпа ҫыру хатӗрӗсемпе тата ҫӑкӑрпа суту-илӳ тӑвакан шкул кооперативӗ ӗҫленӗ. Шкул ҫумӗнче халӑхӑн хутла пӗлменнине пӗтермелли курссем йӗркеленӗ.

1928/1929 вӗренӳ ҫулӗнче 109 вӗренекенлӗ мӗнпур тӑватӑ ушкӑн пухнӑ. Иккӗмӗш сыпӑкри шкул директорӗ Я. И. Иванов 1930 ҫулта Йӗпреҫри Чӑваш колхоз университечӗн директорӗ пулса тӑнӑ.

1937 ҫулта шкул икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ. Малтан иккӗмӗш сыпӑкри шкулӑн пулнӑ ҫуртпа та вӑлах усӑ курнӑ. Ҫуртри тӑватӑ класс пӳлӗмне поселокри тулли мар вӑтам шкул валли уйӑрса панӑ. Пӗтӗмпе вӑтам шкулӑн 13 классӗнче 400 ытла ача вӗреннӗ. 18 вӗрентекен ӗҫленӗ, вӗсенчен 7-шӗ — аслӑ пӗлӳллӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче шкул ҫумӗнче Осоавиахим тата хӳтӗлев кружокӗсем ӗҫленӗ. Мӗнпур класра ҫар хатӗрленӗвӗпе занятисем иртнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра вӗренекенсемпе вӗрентекенсен йышӗ ӳсни палӑрнӑ. 1951/1952 вӗренӳ ҫулӗнче шкулта 24 класс (14 класс пӳлӗмӗ чухне), 784 вӗренекен тата 30 ытла вӗрентекен пулнӑ. Ҫак тапхӑрта Йӗпреҫ поселокӗ куҫса килнӗ ҫынсен шучӗпе хӑвӑрт ӳснӗ, ҫакна пула вара вӗренекенсен йышӗ ӳснӗ. 1960-мӗш ҫулсемччен 1—7 класри вӗренекенсем мӗнпур ятарлӑ предметпа чӑвашла, 8-мӗш класран пуҫласа — вырӑсла вӗреннӗ. Аслӑ классенче (8, 9, 10) пӗлӳ илнӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ кӑштах укҫа тӳленӗ.

1960 ҫулта Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулпа 2-мӗш шкула пӗрлештернӗ. Пӗрлештернӗ шкул директорӗ Г. Т. Трофимов пулса тӑнӑ.

1974 ҫулта виҫӗ хутлӑ ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ туса лартнӑ, 1990 ҫулта вара — пуҫламӑш классен валли хушма корпус тунӑ.

Директорсем

Шкул ӗҫленӗ ҫулсенче унӑн ертӳҫисем пулса ҫаксем ӗҫленӗ:

  • С. Леонтьев (пӗрремӗш директор);
  • П. М. Маркелов (1930 ҫултан);
  • Л. З. Марков — малтан ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул директорӗ (1932 ҫултан);
  • А. И. Яковлев (1955 ҫултан);
  • Н. Ф. Сарро (1960 ҫултан);
  • Н. С. Мингалев (1963 ҫултан);
  • Ф. Г. Ильин (1970 ҫултан);
  • Е. П. Павлов (1977–2006);
  • В. Е. Романов (2006 ҫултан).

Хальхи тӑрӑмӗ

Паянхи кун шкул икӗ корпусра вырнаҫнӑ: 1974 ҫулта тунӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртра тата пуҫламӑш классен валли хушса тунӑ корпусра (1990).

Шкулта 37 кабинет, 8 вӗренӳ мастерскойӗ, 2 спорт залӗ йӗркеленӗ. Уҫӑ спорт комплексӗ тата хоккей площадки пур. Вулавӑш фондӗнче 59 829 экземпляр кӗнеке, ҫав шутра 39,2 пин экземпляр вӗренӳ кӗнеки.

2005/2006 вӗренӳ ҫулӗнче шкулта 1053 ача вӗреннӗ, 84 вӗрентекен ӗҫленӗ. 2006/2007 — 984 вӗренекен тата 80 вӗрентекен. 2009/2010 — 956 вӗренекен тата 77 вӗрентекен.

Шкул аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗрле ӗҫлет: Чӑваш патшалӑх университечӗпе (шкулта «Пулас инженерӑн шкулӗ» хатӗрленӳ курсӗсене йӗркеленӗ), Мускаври автомобильпе ҫул-йӗр институчӗн Шупашкарти филиалӗпе.

Педагогика коллективӗ «Вӗренӳ» наци проектне, Вӗрентӗве аталантарас 2006–2010 ҫулсене валли йышӑннӑ республикӑн тӗллевлӗ программине, Раҫҫейри вӗрентӗве 2010 ҫулччен модернизацилемелли концепцине пурнӑҫлас енӗпе ӗҫленӗ.

Шкулта вӗренекенсен хӑйтытӑмлӑхӗ ӗҫлет: президента тата министрсене суйлаҫҫӗ. 19 кружокпа секци ӗҫлет: хор, вокал, хореографи, илемлӗ сӑмах, таврапӗлӳ, халӑх промыслисен, спорт секцийӗсем тата ыттисем те. Шкулӑн сборнӑй команди футбол, баскетбол тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе районта пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнать.

Ҫитӗнӳсем

  • 2001 ҫулта шкула «Савӑнӑҫ шкулӗ» номинацире «Ҫулталӑк шкулӗ» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫин дипломӗпе наградӑланӑ.
  • Шкул районти илемлӗ пултарулӑх фестивалӗсенче, «Чӑваш Ен чечекӗсем» республика конкурсӗсенче тата ыттисенче приз вырӑнӗсем йышӑннӑ.
  • Шкултан 37 ача ылтӑн медальпе, 129 ача кӗмӗл медальпе вӗренсе тухнӑ.

Педагогика коллективӗ

6 вӗрентекенӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ят пур: Е. П. Павлов, В. Е. Грачева, Р. В. Яковлева, М. П. Спиридонова, В. В. Треньков, Н. П. Елизарова.

9 ҫын халӑха ҫута кӑларас ӗҫӗн отличникӗ шутланать: Н. Н. Тарасова, С. А. Ваганова, Н. А. Доронина, А. В. Крылова тата ыттисем те.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ парас ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем: Р. И. Рубцова, Л. С. Григорьева, В. Е. Романов.

Ф. С. Степанова вӗрентекене халӑха пӗлӳ парас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Н. К. Крупская ячӗллӗ медальпе наградӑланӑ.

Т. Е. Ибрина «Чӑваш Енӗн 2005 ҫулхи ҫулталӑк вӗрентекенӗ» пулса тӑнӑ.

Вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем

Шкултан вӗренсе тухнӑ 20 ытла ҫыннӑн ӑслӑлӑх степенӗ пур. Ӑслӑлӑхсен докторӗсем пулса тӑнӑ:

Вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсен хушшинче ҫавӑн пекех:

  • А. Н. Вертухин — юстици генерал-лейтенанчӗ;
  • В. Л. Немцев — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ;
  • Н. А. Анисимов — Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ;
  • Г. П. Чернова — Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ (2000–2010).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-16 13:55:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 23 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем